Пиротехникăпа асăрханса усă курмалла


Пиротехникăпа асăрханса усă курмалла

Çĕнĕ çул çывхарать. Çуртсене, учрежденисене гирляндăсемпе, декорацисемпе илемлетме, чăрăшсем лартма тытăннă. Уявра чылайăшĕ фейерверк ярĕ. Кăмăл савăк, анчах хăрушсăрлăх пирки манмалла мар. Пиротехникăпа тĕрĕс мар усă курнине, электрооборудовани юсавсăррине пула пушар тухма пултарать.

Пиротехникăна ятарлă лавккасенче кăна туянмалла. Укçа тÿличчен заводра туса кăларнă упаковкăна тĕрĕслемелле, срокне, вырăсла çырнă инструкцие пăхмалла. Унăн сертификаци пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сиенленнĕ, нÿрелнĕ, маркировкăсăр тата инструкцисĕр тавара туянмалла мар. Сутуçăн туянакана изделин хăрушсăрлăх класĕ пирки тата унпа мĕнле усă курмаллине ăнлантармалла. Пиротехникăна 16 çултан кĕçĕнреххисене, ăна туса кăларакан организаци урăх ÿсĕме кăтартман пулсан, сутма юрамасть. Пиротехникăна çуртсенче, вокзалсенче, çĕр айĕнчи сооруженисенче, транспортра сутмалла мар. Ăна килте заводра туса кăларнă упаковкăра типĕ вырăнта вĕри япаласенчен аяккарах упрамалла. Ăна ачасем ан тытчăр. Петардăсене кĕсьере чиксе çÿреме, йĕпенчĕ пулсан батарей çине хурса типĕтме юрамасть.

Пиротехникăпа усă куриччен инструкцие вуламалла. Унпа çуртра, балконра, çулăм хыпса илме пултаракан вырăнсенче усă курма юрамасть. Фейерверкпа çынсем е чĕр чунсем çине тĕллемелле мар. Вăл ĕçлесе каймарĕ пулсан ун патне тÿрех ан пырăр, ăна алла ан тытăр. Фейерверка яма ачасене шанмалла мар. Пиротехника юлашкине çулăма пăрахмалла мар.

Уçă çăл куçсене илес пулсан, кăçал çулталăк пуçламăшĕн-   че çĕршывра пиротехникăна пула вун-вун çын шар курнă, пиçсе кайнă, аллине е куçне амантнă… Тĕслĕхрен, декабрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 11-мĕшĕччен 16 çын аманнă, вĕсенчен 9-шĕ - çул çитмен ачасем, 7 çыннăн больницăра сипленме тивнĕ. Краснодар крайĕнче çав тапхăрта пиçсе кайнă 44 çынна медучрежденисене илсе çитернĕ, вĕсенчен 11-шĕ шăпах пиротехникăран шар курнă. Дагестанри Буйнакск хулинче 40-ри арçыннăн икĕ аллине те петарда татнă. Санкт-Петербургра Çĕнĕ çул каçхине 6 çулхи ачан аллинче фейерверк сирпĕннĕ. Тухтăрсен шăнăрĕсене тата нервисене çĕлеме тивнĕ. Уявра çак хулари Нева районĕнче арçын больницăна лекнĕ, аллинче петарда сирпĕнсен пилĕк пÿрни те татăлнă. Мускав арçынни Грузие тăванĕсем патне кайсан картишре петарда сирпĕтнĕ чухне чутах пÿрнесемсĕр юлман.

Магнитогорскра арçын петарда сирпĕтнĕ, анчах вăл çÿлелле мар, юлташĕсен еннелле вĕçнĕ, пĕр хĕрĕн тумĕ çуннă, алли тата йĕтес шăмми пиçсе кайнă. Дон çинчи Ростов хулинче вара фейерверк хваттер чÿречинчен вĕçсе кĕрсе çывăракан ачана амантнă.

Мĕншĕн çапла пулать-ха? Сăлтавĕсем ансат, хăрушсăрлăх техникине пăхăнманни, сертификаци витĕр тухман изделисемпе усă курни, пиротехникăпа çуртсен, йывăçсен тата электролини çывăхĕнче усă курни. Эрех-сăра ĕçни те витĕм кÿрет, ăна пула çыннăн тимсĕрлĕхĕ чакать.

Лев ПРОКОПЬЕВ,

Элĕк округĕнчи пушар надзорĕн тĕп патшалăх

инспекторĕ.



 
По теме
Мариинско-Посадским районным судом Чувашской Республики рассмотрено гражданское дело по иску ООО ПКО "Киберколлект" о взыскании с наследственного имущества умершей Х. в свою пользу сумму задолженности по договору займа,