Алла САЛАЕВА: «Элĕк енре пурăнакансемпе пĕрле Халăх программине пĕтĕмлетрĕмĕр»
Элĕксем «Единая Россия» партие шанаççĕ. Çакна Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева округра пурăнакансемпе тĕл пулни тепĕр хутчен çирĕплетрĕ.
Депутат партин Халăх программине пурнăçа кĕртни çинчен отчет туса пачĕ. Кун пек тĕлпулу тăваттăмĕш хут иртрĕ. Пилĕк çул каялла программăна граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркеленĕ. Халĕ пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт. Вĕсем вара, тĕлпулăва хутшăнакансем палăртнă тăрăх, курăмлă.
Депутат тухса калаçиччен округ пуçлăхĕ Александр Терентьев сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, федераци тата республика программине, çавăн пекех Халăх программине кĕртнĕ проектсене пĕтĕмĕшле пурнăçланă. Уйрăмах улшăнусем социаллă сферăра палăраççĕ. Çак тапхăрта Элĕк салинче 240 вырăнлăх ача сачĕ хута кайнă, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ тата Ураскилтри врач амбулаторийĕ, Элĕк больницин поликлиники çĕнелнĕ, Тавăтпа Юнтапа шкулĕсене тĕпрен юсанă. Культура тытăмĕнче те ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Аякри ялсене автоклуб пулăшнипе концертсемпе тухса çÿреççĕ. Шĕмшешпе Юманлăхри культура çурчĕсене çĕнĕ сăн кĕртме май килнĕ пулсан Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне вĕр çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Аслисемпе ача-пăча валли модельлĕ вулавăшĕсем хăйсен алăкĕсене уçса янă.
Муниципалитетра пурăнакансем вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленекен проектсене ытларах хутшăнма тăрăшнине ырларĕ округ пуçлăхĕ. Юлашки пилĕк çулта 665 миллион тенкĕлĕх 285 проект пурнăçа кĕртнĕ. 2025 çулта вара 62 проектпа ĕçлеме тивнĕ. Кунта ялсенчи тата масарсем патне çитекен çулсене туни, палăксемпе обществăлла территорисене, масарсене хăтлăх кĕрни, пĕвесене тасатни, шыв тытăмĕпе скважинăсене юсани кĕреççĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе ĕçсем кăçал та малалла пыраççĕ. 2026 çулхи планра - 149 миллион тенкĕлĕх 66 проект.
Александр Юрьевич 2030 çулчченхи пысăк тĕллевсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
- Пирĕн ĕçсем малалла пыраççĕ. Умра – Чăваш Сурăмĕнчи тата Юнтапари врач амбулаторийĕсене тăвасси, Тавăтри фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсасси, Мăн Вылăра 100 вырăнлăх культура çуртне хута ярасси тата ытти те, - терĕ муниципалитет пуçлăхĕ.
Пĕлтерĕшлĕ объектсем хушшинче – ача-пăча ÿнер шкулĕ тата ача сачĕ. Ку проектсене ытларах Алла Салаева пулăшăвне пула пурнăçа кĕртме май килнĕ: Чăваш Енри Вĕренÿ министрĕнче ĕçленĕ чухнех вăл çак объектсене тăвас ыйтусемпе ĕçленĕ тата кайран строительство ĕçĕсене тĕрĕслесе тăнă.
Халăх программин ĕçĕ çинчен каланă май Алла Леонидовна тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăнă.
- Паян эпир çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр, - тенĕ вăл. – Раççее хирĕç 31 пин ытла санкци кĕртнĕ. Анчах та пире хуçма çук. Пирĕн вăй – Владимир Путин Президент йĕри-тавра чăмăртаннинче. «Единая Россия» - президент партийĕ. Патшалăх Думинче ытларахăшĕ - 321 депутат - шăпах та пирĕн партирен. Апла пулсан çĕршыври йышăнусемшĕн эпир уйрăмах яваплă.
Депутат ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшу парассипе йышăннă саккунсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
- 2022 çултанпа çакăн пек 159 саккун йышăннă, - палăртнă вăл. - Вĕсен йышĕнче - ятарлă çар операцине хутшăнакансене çар ветеранĕн статусне пани çинчен калакан саккун. Хăй ирĕкĕпе хутшăннисем те çар çыннисенни пек пулăшу мерисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси, сывалмалли вырăна тÿлевсĕр çитмелли тата ытти мерăсем çинчен йышăннă.
«Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проектăн регионти кураторĕ пулнă май Алла Салаева нумай ачаллă çемьесене пулăшни çинчен каласа пачĕ.
Парти пуçарăвĕпе амăшĕн капиталне 2030 çулччен тăснă. «Мать-героиня» ята тивĕçнĕ хĕрарăмсем правасемпе Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕпе танлашаççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра ача çуратнă студенткăсене валли хушма мерăсем кĕртнĕ.
Патриотизмла воспитани парассипе истори астăвăмне упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
- Юлашки çулсенче Европăра совет салтакĕн пин ытла палăкне аркатнă, - тĕслĕх илсе панă депутат. - Çавăнпа та пуç хунă салтаксен астăвăмне вараланăшăн явап тыттармалли çинчен Патшалăх Думи 16 саккун йышăннă.
Çак ĕç Чăваш Енре те пырать. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тата республикăри Хĕрарăмсен Союзĕн пуçарăвĕпе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх асра хăварнă.
2025 çулта Кремль патĕнче Ĕмĕрлĕх çулăмран факел чĕртсе «Чĕмсĕр чикĕсем тăвакансене» мемориал комплексне илсе çитернĕ. Делегаци ĕç мухтавĕн хулисем - Владимир, Чĕмпĕр тата Джержинск - тăрăх тухнă.
- Çынсем пире чунтан савăнса кĕтсе илчĕç. Çак ĕçе малалла тăсмалла. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй, - палăртса каланă депутат.
Культура çурчĕн курав залне пухăннисем уçă калаçу вăхăтĕн-че хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем илме пултарчĕç. Сцена çинче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан волонтерсемпе кураторсене тата ĕçре маттуррисене чысларĕç. Алла Салаева депутатăн Тав хутне илме тивĕçекенсем çаксем пулчĕ: Дарья Афанасьева (Элĕк), Ирина Тихонова (Мăн Вылă), Луиза Платонова (Ехремкасси), Альбина Борисова (Йăлкăш), Галина Никандрова (Крымсарайкка), Ираида Казакова (Çулавăç), Полина Арланова (Ураскилт), Алевтина Алексеева (Тавăт), Эльвира Иванова (Мăн Шĕвĕш), Вадим Никитин (Тени), Сергей Тимофеев (Шĕмшеш), Геннадий Иванов (Вырăс Сурăм). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников Тав хучĕпе хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçине Ирина Никифоровăна, Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн психолог педагогне Наталия Егоровăна тата Юлăш ял клубĕн заведующине Валентина Ивановăна палăртрĕ.
Алексей КРЯЖИНОВПА Марина ЛЕОНТЬЕВА хатĕрленĕ.
ШУХĂШ
Владимир СВЕШНИКОВ,
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
«Пилĕк çул хушшинче округра Халăх программинчен нума- йăшне пурнăçланă. Кунта пурăнакансем уйрăмах Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулне юсаса çĕнетнĕшĕн тав тăваççĕ.
Алла Леонидовна тĕрĕсех палăртрĕ, халĕ Элĕк ачисен пултарулăха аталантарма условисем çителĕклĕ, тен, республикăн тĕп хулинчен те лайăхрах.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ăшăпа тивĕçтермелли тытăм кивелнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса параççĕ: нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй ăшăпа тивĕçтересси çине куçараççĕ.
Округ аталанать, кунта пурăнакансен тĕллевĕсем пысăк. Çитес вăхăтри Халăх программине паянхи кун норматива тивĕçтермен çулсене юсамаллине кĕртме сĕнеççĕ. Ахальтен мар программа никĕсĕнче – халăх шухăшĕ».