Субботника йышлăн хутшăнчĕç



Субботника йышлăн хутшăнчĕç

Чăваш Сурăм салинчи врач амбулаторине кăçал Пушкăртстанри строительсем килĕшÿ туса пур ĕçсене вăхăтра вĕçлеме пултарчĕç. 220 тăваткал метрлă винтăллă свайсем çине вырнаçтарнă модульлĕ пĕр хутлă çурт аякранах илемлĕн курăнса ларать. Кунта шалти ĕçсене йăлтах вĕçленĕ. Амбулатори çурчĕн йĕри-тавра вара хăтлăх, тирпей-илем кĕртсе ĕçлемелли чылай-ха.

Амбулатори ĕçлеме пуçласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. «Кăçал ку объекта хута ярса сывлăха çирĕплетесчĕ», - тесе шанăçа çухатмасăр пурăнатпăр. Çакна тĕпе хурса ноябрĕн 18-мĕшĕнче ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлăн субботник йĕркелерĕмĕр. Эпир, ял тăрăхĕнчи тăхăр ялтан пухăннă 46 çын, амбулатори çывăхĕнчи территорире ÿссе ларнă ватă йывăç-тĕмме касрăмăр, çÿп-çапран тасатрăмăр.

Пĕрлĕхре вăй. Арçынсем моторлă пăчкăсемпе йывăçсене йăвантарса, турачĕсенчен иртсе тăчĕç, йывăр пулинккесене йăтса купаларĕç. Хĕрарăмсем вара туратсене тата çÿп-çапа йăтрĕç, кăвайт чĕртсе çунтарчĕç. Ирхи 8 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехетченех субботникра хастарсем вăй-хурсах ĕçлерĕç. Уйрăмах Лев Тарасов, Владимир Александров, Сергей Емельянов, Федор Васильев, Валерий Егоров, Леня Иванов, Борис Димитриев моторлă пăчкисемпе ĕçлесе палăрчĕç. Кун пек пулăма мĕнле асра хăвармăн-ха? Пĕрлехи ĕçе хутшăннисем амбулатори çурчĕ çумĕнче тăрса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Субботника йĕркелеме пуçарулăх кăтартнăшăн Валентина Васильевăпа Галина Ефимовăна палăртма кăмăллă. Чăваш Сурăм территори пайĕн пуçлăхĕ Инга Игнатьева пурне тав туса малашне те тăван ялсенчи тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн, ял илемĕшĕн тăрăшма вăй-хал сунчĕ, çакăн пек коллективпа пĕрле тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлă пулнине палăртрĕ.

Çĕнĕ объект хута каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Паллах, территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ĕçсем чылай-ха. Вĕсене пурнăçлама муниципаллă округ администрацийĕ вăхăтра пулăшасса шанатпăр.

Петр ЕФИМОВ,

Чăваш Сурăм сали.



 
По теме